Для не владеющих и элементарно владеющих чувашским языком




 

№ п/п Формулировка заданий Код компетенций
 
  Прочитайте вслух, переведите на русский язык. Эпир Шупашкарта пурăнатпăр. Пирĕн çемье пысăк мар. Çемьера икĕ ача: шăллăм тата эпĕ. Шăллăм саккăрмĕш класра вĕренет. Вăл çивĕч, пултаруллă ача. Лайăх вĕренет. Эпĕ кăçал университет пĕтеретĕп. Учитель пулатăп. Эпир шăллăмпа туслă пурăнатпăр. Пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр. ОК-4
  Прочитайте вслух, переведите на чувашский язык. Составьте по образцу текст. Комната небольшая, светлая. Около окна стоит стол. На столе стоят компьютер и лампа, рядом лежат книги. На стене висит полка. Там тоже стоят книги. У стены стоит диван. Около двери стоит неширокий шкаф. В комнате уютно. Это моя комната.   ОК-4
  Прочитайте, переведите на русский язык. По образцу составить письмо к своим близким. Юратнă кукамипе кукаçи! Эсир мĕнле пурăнатăр, сывах-и? Эпир аван пурăнатпăр. Пурте сывă. Атте заводра инженерта ĕçлет. Анне халĕ ача садĕнче ĕçлет. Аттепе аннен ĕç нумай. Эпир йăмăкпа вĕсене яланах пулăшатпăр. Йăмăк саккăрмĕш класа каять. Вăл лайăх вĕренет. Эпĕ кăçал университет пĕтеретĕп. Учитель пулатăп. Университетра вĕренме çăмăл мар. Нумай вуламалла, нумай пĕлмелле. Çулла каникулта сирĕн пата хăнана пыратпăр. Сывă пулăр. Сирĕн мăнукăр Сантăр. ОК-4
  Распространить предложения. Рассказать от I лица. Хĕл çитрĕ. Çанталăк сивĕтрĕ. Тавралăх юрпа витĕнчĕ. Шыв шăнчĕ. Ачасем пăр çинчи юра тасатрĕç. Каток турĕç. Вĕсем унта ярăнчĕç, вылярĕç.   ОК-4
  Из представленных предложений составьте текст. Сивĕ хĕл çитрĕ. Юр çăвать. Хура кĕр иртрĕ. Час-часах тăман вĕçтерет. Ачасем тăвайккинче савăнаççĕ: çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Кун самай кĕскелчĕ, çĕр вăрăмланчĕ. Сивĕ çил вĕрет. Тавралăх шурă хулăн юрпа витĕнчĕ. Ачасем Хĕл Мучипе Юр Пикене хавасланса кĕтеççĕ. Часах хĕллехи савăнăçлă уяв – Çĕнĕ çул çитĕ.     ОК-4
  По началу и концовке придумайте основную часть текста.   Марина ÿкерет. Ашшĕ Маринăна сăрăсем, хут парнелерĕ. Хĕр ача ÿкерме ларчĕ. Вăл çурт ÿкерчĕ... Маринăн илемлĕ ÿкерчĕк пулчĕ.     ОК-4
  Составьте устное сообщение по теме «Моя семья».   ОК-4
  Составьте устное сообщение по теме «Мой друг». ОК-4
  Переведите на русский язык Шупашкар – Чăваш çĕршывĕн тĕп хули. Вăл илемлĕ вырăнта, Атăл хĕрринче вырнаçнă. Шупашкар – пысăк хула. Унта аслă шкулсем, театрсем, музейсем нумай. Хулара пысăк заводсем, фабрикăсем пур. Шупашкарта тĕрлĕ халăх çыннисем туслă пурăнаççĕ.     ОК-4
  Прочитайте. Запишите текст, поставьте вместо первого третье лицо. Переведите. Эпĕ халĕ студент. Института вĕренме кĕтĕм. Манăн шăллăм вара кăçал пĕрремĕш класа кайрĕ. Эпир шăллăмпа питĕ туслă пурăнатпăр. Пĕрле хваттерте тирпейлетпĕр. Эпĕ пылесоспа кавир тасататăп, урай çăватăп. Шăллăм тусан шăлать. Унтан эпир уроксем хатĕрлетпĕр. Эпĕ шăллăма яланах пулăшатăп. Шăллăм мана тав тăвать. Каçхине эпир пĕрле музыка итлетпĕр, кĕнеке вулатпăр ОК-4
  Вместо точек подберите нужные аффиксы и запишите. 1. Шухăшла... тунă ĕçшĕн кайран ан ÿкĕн. 2. Ĕçе тытăнниччен малтан шухăшла... пулать. 3. Шыва кĕмесĕр иш.. вĕренеймĕн. 4. Кала... манать, итлекен манмасть. 5. Анне пĕçер.. кукăль яланах тутлă. 6. Ку канмалли кун эпир туссемпе похода кай... 7. Çул çинче эпĕ институтран таврăн... тантăша тĕл пултăм.     ОК-4
  Вместо точек подберите соответствующие глагольные сочетания с инфинитивом и поставьте в нужной форме. 1. Эпир аппапа ыран хулана.... 2. Халĕ Атăл урлă çурран.... 3. Апат хыççăн эпир аттепе шахмăтла.... 4. Шăматкун Микулайпа Мирун ирех пулла.... 5. Ватă кинеми апат хыççăн диван çине.... 6. Кăнтăрла иртсен каç енне сивĕ вĕтĕ çумăр.... 7.Пĕчĕк Коля тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсем илчĕ те.... 8. Анна яла ватă амăшсем.... Словосочетания для подбора: курма васка, кайма шутла, çума пуçла, çÿреме пул, выляма лар, канма вырт, кайма пуçтарăн, ÿкерме лар.   ОК-4
  Составить диалог по теме «В магазине».     ОК-4
  Составить устное сообщение по теме «Наш город».   ОК-4
  Прочитайте. Перескажите содержание на русском языке. Выделите существительные, поставьте к ним вопросы. Чăваш ялĕ. Чăваш ялĕ ĕлĕкрен шыв хĕрринелле туртăнать. Кунта пахча çимĕç лартса тума меллĕ. Çĕр нÿрлĕ. Шыв аякра мар. Юхан шыв тăрăхĕнче çăлкуçсем тапса тăраççĕ. Ĕçмелли шыв çывăх пулни лайăх. Юхан шыва пĕвелеме пулать. Унта пулă ĕрчетме май пур. Чăваш ялĕсем йывăçлă. Ĕлĕк ял таврашĕнче ытларах йăмра ÿснĕ. Халĕ ытти йывăç та йышлă – хурăн, вĕрене, ăвăс, тирек. Ялта садсем те нумай. Унта та тĕрлĕ йывăç ÿсет: улмуççи, чие, хăмла çырли, хурăн çырли, хурлăхан. (И. Андреев çырнинчен ОК-4
  Составить диалог по теме «У врача».     ОК-4
  Составить диалог по теме «В библиотеке».   ОК-4
  Составить устное сообщение по теме «Чувашская Республика».     ОК-4
  Составить устное сообщение по теме «День рождения ».   ОК-4
  Составить устное сообщение по теме «Весна» или «Зима ».    
  Составить диалог по теме «Сборы в поход».   ОК-4
  Составьте из деформированных предложений текст. Кĕркунне. Хĕвеллĕ, иртрĕ, çу. Кĕскелчĕç, çĕрсем, вăрăмланчĕç, кунсем. Пĕлĕтсем, тÿпере, тĕксĕм, шăваççĕ, çумăр. Типрĕ, вăрман, курăк, усланкăна, пĕтĕмпех. Йывăçсем, саралнă, çулçисем. Сукмаксем, витĕннĕ, сарă, хĕрлĕ, çулçăсемпе. Часах, ларĕ, хĕл.   ОК-4
  Прочитайте. Переведите на русский язык. Составьте план рассказа. Çерçи. Сережăсем чăх усранă. Вĕсене картишĕнче апат сапса панă. Чăхсемпе пĕрле апат çиме çерçисем те вĕçе-вĕçе пынă. Чăхсем çерçисене тивмен. Автан вара юратман. Пĕррехинче вăл пĕр çĕрçине сăхса амантнă. Çĕрçи вĕçме те пултарайман ĕнтĕ. Сережа çерçие питĕ хĕрхеннĕ. Пÿрте илсе кĕнĕ. Пăхма пуçланă. Çерçи чĕрĕлнĕ. Сережа ăна ирĕке янă. (М. Сакмаров çырнинчен) ОК-4
  Прочитайте. Переведите на чувашский язык. Выделите личные местоимения, укажите число, падеж. Ăтăр. Ăтăр вăрманти юхан шыв çинче пурăнать. Аван унăн çурчĕ. Вăл йывăçсене те хăех каснă. Вĕсене шыва хăех туртнă, çурчĕн тăррине те хăех майлаштарнă. Ăтăрăн кĕрĕкĕ аван. Ăна шывра хĕлле те сивĕ мар. Унăн хăлхи те çивĕч. Шывра пулă хÿрипе çапать-и, вăрманта çулçă вăштăртатать-и – вăл пĕтĕмпех илтет. Куçĕ вара ăтăрăн кăшт йăвашрах. Япăх курать вăл ОК-4


Поделиться:




Поиск по сайту

©2015-2024 poisk-ru.ru
Все права принадлежать их авторам. Данный сайт не претендует на авторства, а предоставляет бесплатное использование.
Дата создания страницы: 2019-04-04 Нарушение авторских прав и Нарушение персональных данных


Поиск по сайту: