Кашнинех ирпе лекмест
Илемлӗ, тутлӑ уяв кукли.
Тӗпренчӗксене ӳкере-ӳкере кукăле вăл касрӗ,
" Кӑштах вӗри вӑл. Ҫавӑншӑн-каҫар". Пурнӑҫ ҫинчен эпир пӑртак калаҫӑпӑр. Эпӗ ӑна:" Ан кай, тăхта!»
" Анчах манӑн кайма вӑхӑт". Сырӑнма ăна эп пулӑшӑп.
" Урӑххисем патне каятӑп. Ан хуйхӑр".
Вӑл сан патна кайрӗ, эпӗ тӗп-тӗрӗс пӗлетӗп. Шакканине илтсен эс уҫ.Телейе килна эс кӗрт.
Туслӑх вӑл таса ҫӑлкуҫ. Тусӑм ман, куҫна эс уҫ! Тасатса тӑман ҫӑлкуҫ Типнине ан куртӑр куҫ!
Тусăмсем те пур, юрату та пур, Ӑшӑмра ӗмӗтленӳ сӑмахӗсем те пур.
Ялан чун юрланипе ирсерен вăранатăп,
Хам тавра илеме кăна эп куратăп.
Сана пуриншӗн те тав тӑвасшăн!
Хам тата эсĕ пурришĕн,
Ҫутӑшӑн, кӗнекесемшӗн, ырӑшӑн.
Пурнӑҫăн кашни саманчӗшӗн.
Çÿлти хӗвел ҫуттишĕн,
Чӗрере ырату ҫуккишĕн. Чӳрече умӗнчи чечексемшӗн, Вĕсем ытарма çук хитришĕн.
Тинӗссен ачаш хумĕсемшĕн, Гитара хӗлӗхӗсен ӑшшишӗн. Кашни кунхи хӗвеланӑҫшӑн, Иçĕм çырли тутлӑ пиçнишĕн.
Пирӗнре шанчӑк пурришĕн, Ырӑ сӑмах нумай пулнишĕн. Хавхаланушӑн, ӗмӗтшӗн, Ҫутҫанталӑк илемӗшӗн.
Эп сывланӑшӑн, чун юрланӑшăн, Кашни самантах хак пама пĕлнишĕн.
Пуриншӗн те, пуриншӗн те тав тӑвасшăн...
Çак тĕнчене ҫав тери эп юратнăшăн!
Кунта, пĕлетĕп, манăн айӑп,
|
Мӗн куҫу каласшăн, ăнланатăп, Кунта та манӑн хамăн пӗтӗм айӑп, Çăлăнăç эп юратура шыратăп.
Сывпуллашнă саманта манмастăп,
Çав сехете асран ямастӑп, Сана вӗҫӗмсӗр юрататӑп, Кунта та манӑн пӗтӗм айӑп, Хамăн айăп, манăн айăп, Манăн айӑп...
Пĕлетĕп, хамра хуйхӑм-суйхӑм, Сансӑр кичем те тунсăхлă мана, Ҫакӑншӑн пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑм, Вӑхӑта манса кӗтетӗп эп сана.
Тĕнче вăл аслă, эп пĕлетĕп Анчах ялан сана курма васкатӑп. Сана эп ним кĕтмесĕр юрататӑп, Ҫакӑншӑн пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑм, Хуйхӑм - суйхӑм,
Манӑн хуйхӑм...
Тӗнчере, тӗнчере
Пулманни те пулкалать,
Ҫапах та кирек мӗнле вӑхӑтра та Ан ӗненӗр, ан ӗненӗр
Йытӑ кулать тенине. Шӑл кăна, шӑл пире,
Вӑл вӗт шăл ҫеҫ кăтартать.
Тӗнчере, тӗнчере
Пулманни те пулкалать,
Ҫапах та кирек мӗнле вӑхӑтра та Кирек мӗнле, кирек мӗнле
Юмах та вӑхӑт çитсен пӗтет,
Пăнчă, пӗр пӗчӗк пӑнчӑ,
Юлашкинчен пулатех пӗр пăнчă.
Ырӑ хыпар кунӗнче Турӑран ыйтатӑп эпӗ: Пултӑр таса ҫак тӗнче, Сенкер юлтӑр ҫӳл тӳпе!
Хӗрӗме... Тунсӑхлама сӑлтав санăн ҫук, Тӗкӗр ҫине час-часах ан пӑх.
Сан пек хӳхӗм хӗр халь маншăн çук,
Ӗненмесен, ҫаврӑнса эс пӑх.
Эс каллех хурлăхлăн сывлатӑн. Мӗнле кулӑшла-ха эс, хӗрӗм? Эп пӗлменнине, тен, пӗлетӗн. Мӗнле ҫамрӑк эсӗ, хӗрӗмҫӗм.
|
Аллаппу ҫине пӑхса эс ил, Пӗтӗмпех юмӑҫсăрах паллă. Сан пирӗшту ют мар сана вăл, Пăх, вăл юрату ӳкерсе панă.
Эпир санпа ҫулла кайăпӑр Кӗрен чечеклӗ утрав çине. Иккӗн калаçнă сăмахсене, Вӗсене кайран эсӗ ан ман.
Паян ҫӗр ҫаврӑнма пӑрахнӑ пулсан,
Эпӗ сана хуларан хулана илсе кайнӑ пулӑттӑм.
Тÿпенелле тишкерсе çу кунĕсене шырăттăм.
Паян тинӗс типсе лармалла пулсан, Алла кӗреҫепе кирка илнĕ пулăттăм, Тинӗс хӗрринче чечексем акӑттӑм.
Кӗҫех пиҫӗ хӑвӑш ҫырли,
Пурнӑҫра килтӗр чи кирли.
Сывлӑх, телейпе юрату. Нихҫан ан пултӑр ырату.
Ытарма ҫук ҫӗнӗ кун пуҫланчӗ, Ыр савӑнӑҫ пӗрле илсе килчӗ. Тӗттӗме ӑшшӑн ҫутатса ячӗ,
Ҫӗр пин кӑпӑш мамӑк ҫакса тухрӗ,
Кашни йывӑҫ туратне шуратрӗ.
Ҫутӑ ӗмӗт пире парнелерӗ!
Инҫетрен инҫете юхать Атӑл шывӗ! Атӑл шывӗ юхать - вӗҫӗ-хӗрри те ҫук! Пиҫсе ҫитнӗ тыр-пул хушшинче!
Шап-шурӑ хурӑнсем хушшинче!
Атӑл юхать пире кӑтартса ҫул
Мӑнаҫлӑн, сахалтан та ҫӗр пин ҫул...
Шур ҫеҫкеллӗ ҫурхи улмуҫҫи, Ан васка шупӑрна эс хывма. Сан туму ман валли чун уҫҫи, Кирлех мар ытлашши васкама!
|
Мӗне пӗлтерет чӑвашла тени? Пур ӗҫре те пӗр-пӗрне пулӑшни, Ватти вӗттине вӗрентсе тӑни, Ҫут ҫанталӑкпа та пӗр тан пулни, Йӑхсен ӗҫ-хӗлне малалла тӑсни, Кашни куна хӗвелпе пуҫлани, Сӑмахӑмпа шутласа калаҫни,
Сахалтан та нумай тума пӗлни, Йывӑр самантра ялан кар тӑни, Чӑвашла тени - ӗмӗрлӗхе тени!
Ӗмӗрхи чӑваш йӑмри, Мӗн кӑна эсӗ курман! Сив ҫил сана авайман, Вӑйу тӑшман ҫӗнейми!
Мӗн ҫинчен эс шутлан, шур сирень,
Ҫеҫкӳне ҫиле май силлетсе? Сан айра ав ӳсет тал пиҫен, Сан ҫине вӑл пӑхать киленсе.
Пӗл, нумаях та вӑхӑт иртмӗ,
Илемӳ сан ӳкӗ ун ҫине. Кӗрен чечекӗпе ялкӑшӗ, Курӑн эсӗ те ун илемне.
Ҫитмӗл ҫичӗ курӑк пуҫтарма Тухрӑм эпӗ анлӑ улӑха.
Хутса ятӑм Ҫимӗк мунчине, Асӑнса ҫутатӑп ҫуртине...
Асамҫӑ вӗт вӑл, кӑвак йӗтӗн,
Пире каллех юмахсем парнелет,
Чӑнласах - ши пӗтӗм тӗнче пирӗнпе тулчӗ, Тен, кӑвак йӗтӗн ҫеҫ шӳтлет пирӗнпе...
Шурӑ чечек, шурӑ чечек, улӑх илемӗ, Мӗншӗн курӑнмасть санӑн халь шӑнкрав курӑкӗ?
Сана сӑмах панӑччӗ вӑл ӗмӗр юратма,
Сывлӑм парнелеме те пулнӑччӗ вӑл сана...
Ромашка, мана кала, тархаслатӑп,
Ман пурнӑҫ шӑпин вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре? Сан умра тарӑн шухӑшра тӑратӑп,
Куратӑп эп, мӗн тери эсӗ хитре. Шурӑ чечекӗм нимӗн те чӗнмерӗ,
Пуҫне кӑна халь вӑл ҫилпе кӑшт тайрӗ...
Ромашкӑсене улӑхра ан татӑр, Вӗсен телейне ним шухӑшсӑр ҫӑтӑр, Ҫӗр тӑрӑх ҫаран утма эсир васкӑр, Юратма ан пӑрахӑр, ташлӑр, кулӑр, Юратакансене сӑвӑсем вулӑр…
Шурӑ хурӑнлӑхра ҫӳрерӗм, Ҫӗр ҫырлине мар эп шырарӑм. Иртнӗ кунсене тупас терӗм,
Кӑлӑхах пулчӗ, тӗл пулмарӑм...
Тен маларах ман килмеллеччӗ,
Тен лайӑхрах шырамаллаччӗ? Ҫук, иртнӗ вӑхӑт ҫӗр ҫырли мар, Ӑна ҫуркуннепе шырас мар...
Хурӑнлӑхра ман чун хурланчӗ, Тунсӑхлӑ туйӑмпа хупланчӗ.
Шурӑ хурӑн, ҫилпе ан авӑн,
Ешӗл ҫулҫусемпе эс савӑн...